Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
РАШ | 06 |
Шӑмӑршӑ районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗри ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрпе хӑй тӗллӗн усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑка вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, «Колос» агрофирма ака-суха тума усӑ курнӑ хӑш-пӗр ҫӗр лаптӑкӗн харпӑрлӑх хуҫи те шутланман иккен.
Хӑйӗн мар ҫӗрпе усӑ курнӑ факта палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев ӗҫне Росреестра ярса панӑ. Ҫӗр лаптӑкне хай тӗллӗн ярса илнӗ предприятие Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 7.1-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ.
Кӑлтӑка пӗтермеллине асӑрхаттарса Шӑмӑршӑ район прокуратури предприяти пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырнӑ. Унта яваплисене явап тыттарма та ыйтнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем Шӑмӑршӑ районӗнче «ВАЗ-2114» автомашинӑна чарнӑ. Хайхискерӗн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче сунар пӑшалӗ выртнӑ.
Йӗркепе килӗшӳллӗн, пӑшала йӗнӗ ӑшне чиксе илсе ҫӳремелле. Хайхи водителӗн вара пӑшалӗ нимсӗр-мӗнсӗр выртнӑ. Вӑл мӗншӗн йӗнӗсӗр выртнине водитель ниепле те ӑнлантарайман.
Ҫитменнине, руль умӗнчи арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ҫакна медицина освидетельствованийӗ те ҫирӗплетнӗ. Водительтен пӑшала туртса илнӗ.
Руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн протокол ҫырнӑ. Халӗ ӑна административлӑ майпа явап тыттарас, пӑшал тытма чарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ачасем «Символы России. Литературные юбилеи» (чӑв. Раҫҫей элемӗсем. Литература юбилейӗсем) Раҫҫейри олимпиадӑра палӑрнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кирилл Даниловпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Ксения Мартьянова ӗҫӗсем пирӗн республикӑрисенчен чи лайӑххисен шутне кӗнӗ.
Раҫҫей Культура министерстви, А.М. Горький ячӗллӗ литература институчӗ, В.И. Даль ячӗллӗ Раҫҫей литературин историйӗ патшалӑх музейӗ, Раҫсейӗн ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗшӗн пирӗн патра Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗ яваплӑ пулнӑ. Ачасене ҫула кура икӗ категорипе пайланӑ: 7-10 тата 11-14 ҫултисене.
Малтан каланӑ йышра Степанов Даниил (Красноармейски районӗ), Пахинов Александр (Хӗрлӗ Чутай районӗ), Алексеева Елизавета (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Александров Максим (Муркаш районӗ), Ефремова Ольга (Пӑрачкав районӗ), Матвеева Александра (Вӑрмар районӗ), Данилов Кирилл (Ҫӗрпӳ районӗ), Шепилова Екатерина (Шупашкар районӗ), Антипов Олег (Шӑмӑршӑ районӗ), Семенова Надежда (Ҫӗмӗрле районӗ), Тимофеева Виталия (Етӗрне районӗ), Муратова Екатерина (Елчӗк районӗ), Николаева Анна (Тӑвай районӗ), Павлова Виктория (Канаш хули), Копанева Мария (Ҫӗнӗ Шупашкар), Николаева Евгения (Шупашкар) палӑрнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра цифра телекуравӗ ҫине куҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫак ӗҫе малтан палӑртнӑ пек 10 кунта пурнӑҫламӗҫ. Пӗчӗкшерӗн. Ҫапла Раҫҫей Правительстви шайӗнче йышӑннӑ.
Цифра телекуравӗ ҫине нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн куҫарма тытӑнӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн.
Чӑваш Ене илсен чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр, Патӑрьел, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ районӗсенче иккӗмӗш мультиплекса сӑнав мелӗпе ӗҫлеттерсе янӑ. Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш мультиплекс пур ҫӗрте те пур-ха. Ҫулталӑк вӗҫлениччен иккӗмӗш мультиплекса республикипех хута яма палӑртнӑ.
Пӗрремӗш мультиплекса «Пӗрремӗш канал», «Раҫҫей 1», «Матч ТВ», НТВ, «Пиллӗкмӗш канал», «Раҫсей К», «Раҫҫей 24», «Карусель», ОТР, «ТВ ЦЕНТР» кӗреҫҫӗ; иккӗмӗш мультиплекса — «РЕН ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз-ТВ», «ТВ-3».
2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.
Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.
Чӑваш Енре миҫе упа пурӑннине шутланӑ. Нумаях май – 20 кӑна. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, упасен йышӗ пӗлтӗрхи пекех юлнӑ. Ун чухне те 20 чӗрчуна шута илнӗ.
Вӑрнар тата Шупашкар районӗсенче, ытти муниципалитетпа танлаштарсан, упа нумайрах: 5-шер пуҫ. Ҫавӑн пекех ҫак чӗрчунсем Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле районӗсенче пурӑнаҫҫӗ.
Палӑртмалла: хӑмӑр упана Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ, ҫавӑнпа ӑна тытма юрамасть.
Шӑмӑршӑ районӗнчи хӗрарӑма 2008 ҫултах амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Унӑн икӗ хӗрӗ ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. 33-ри амӑшӗ вӗсемшӗн алимент тӳлемен. Парӑм 1,3 милион тенке ҫитнӗ.
Суд ӑна алимент тӳлемелле тунӑ. Анчах хӗрарӑм пӗр пус та паман, ӗҫе вырнаҫма та шутламан. Алиментҫӑ ниҫта та ӗҫлемест, ӗҫлев центрӗнче шутра тӑмасть пулсан вӑл алимента Раҫҫейри вӑтам ӗҫ укҫи чухлӗ тӳлет. Ҫак хӗрарӑмӑн 10 ҫулта 1 миллион та 290 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ.
Амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 4 уйӑх тӳрленмелли ӗҫре тӑрӑшмалла. Шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.
Дон ҫинчи Ростов хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелте ҫуралнӑ арҫынна авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Палтиел ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Замире Шарафутдинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Дамир Вахитов 1987 ҫулта ҫуралнӑ.
«Блокнот Ростов-на-Дону» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Петренко урамӗнчи 16-мӗш ҫуртри лифтра авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫав самантра унта пулнӑ Шӑмӑршӑ район арҫыннин ӳчӗ 95 процент таран пиҫсе кайнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ сайтри хыпара сӳтсе явакансем хушшинче пушар сӑлтавӗ пирки тӗрлӗрен ҫырнӑ. Пирус туртнипе кладовкӑра пушар тухнӑ текен те пур.
Ростов ҫинчи Дон хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки «Блокнот Ростов-на-Дону» порталта пӗлтернӗ.
29 ҫулти арҫын – Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнчен. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче хулари пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртра лифт шахти ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑра тӗтӗм подъездра сарӑлнӑ, чылай ҫын хваттерӗнчен тухайман. Ҫав вӑхӑтра вара лифтра пирӗн ентеш, ҫар ҫынни, пулнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ.
29 ҫултискерӗн кӗлеткин 95 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл кӑштахран тӑна кӗмесӗрех сывлама пӑрахнӑ. Унӑн арӑмӗ, икӗ пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |